Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +12.3 °C
Нумайне чӑтнине сахалне чӑт.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Ҫӗнӗ Шупашкар

Сывлӑх

Республикӑри сиплев учрежденийӗсем ҫӗртмен 20-мӗшӗнче Уҫӑ алӑксен кунне йыхравлаҫҫӗ. Республикӑри кардиологи диспансерӗ (вӑл Гладков урамӗнчи 29-мӗш ҫуртра, «А» корпусра вырнаҫнӑ) ҫав кун 8 сехетрен пуҫласа 15 сехетчен йышӑнать. Ыйтса пӗлмелли телефон номерӗ — 62-00-25.

Республикӑри наркологи диспансерӗ 8 сехетрен 14 сехетчен кӗтет. Унта нарколог-психиатр, психолог тата психотерапевт консультаципе пулӑшӗҫ. Вӗсем патне лекме 23-41-68 номерпе шӑнкӑравласа ҫырӑнмалла.

Шупашкарти 1-мӗш клиника пульницин 1-мӗш номерлӗ поликлиники те (тӗп хулари Трактор тӑвакансен проспектӗнчи 46-мӗш ҫуртра вырнаҫнӑ) Уҫӑ алӑксен кунне хутшӑнать. Тухтӑр патне лекес тесен 26-03-03 номерпе шӑнкӑравласа ҫырӑнмалла. Тухтӑрсем направлени парсан ҫын ультрасасӑпа, электрокардиограмма, флюорографи, тӗрлӗ анализ парсах тӗрӗсленме пултарӗҫ. Ҫӗнӗ Шупашкарти ача-пӑча поликлиники те Уҫӑ алӑксен кунне ирттерет. Унти ыйтса пӗлмелли телефон номерӗ – 76-33-80.

 

Ӑслӑлӑх

Ҫӗртме уйӑхӗн 9–10-мӗшӗсенче Хусан ҫывӑхӗнчи Иннополисра пӗтӗм Раҫҫейри робототехника олимпиади иртнӗ. Унта Раҫҫейӗн 45 регионӗнчен 760 ҫын килнӗ. Вӗсене Дмитрий Медведев премьер министр, РФ ҫыхӑну министрӗ Николай Никифоров, Тутарстан премьер-министрӗ Ильдар Халиков саламланӑ.

Олимпиада ултӑ категорипе иртнӗ. Кашнинче командӑн автономи роботне пухса программӑламалла, задача шутламалла пулнӑ.

Чӑваш Енрен унта икӗ команда хутшӑннӑ. Вӗсем — Ҫӗнӗ Шупашкарти 13-мӗш шкултан. Аслӑ ушкӑнра Алексей Евлампьевпа Никита Кузнецов пулнӑ. Вӗсем 9-мӗш вырӑн йышӑннӑ. Кӗҫӗн ушкӑнра Дмитрий Петров тата Андрей Мурашкин пулнӑ. Вӗсен ӑслӑ робочӗ ҫӗнтерсе финала тухнӑ. Икӗ кун тупӑшнӑ вӗсем.

Виҫҫӗмӗш вырӑн йышӑннӑшӑн ачасем питӗ савӑннӑ. Ара, ҫапла майпа тепӗр ҫул унта каякансен йышӗ пысӑкланӗ вӗт.

 

Спорт Андрей Ширшов
Андрей Ширшов

Йӑлӑмра паянтан спорт туризмӗ енӗпе тренировкӑсем пуҫланнӑ. Унта пуҫтарӑннисем хӑйсен ӑсталӑхне ҫӗртмен 24-мӗшӗчченех туптӗҫ.

Вӗренӳпе тренировка пухӑвне пырса ҫитнисем Союзлӑ патшалӑхӑн турист слетне кайма хатӗрленеҫҫӗ. Мероприяти ҫӗртмен 27-мӗшӗнчен тытӑнса утӑн 2-мӗшӗччен пымалла. Вӑл Курск облаҫӗнче иртӗ.

Чӑваш Енӗн пӗрлештернӗ ушкӑнӗ Ҫӗнӗ Шупашкар, Канаш тата Шупашкар хулисенчи 12 туристран тӑрать. Вӗсене ӑсталӑха Ҫӗнӗ Шупашкарти А.И. Андрианов ячӗллӗ ача-пӑчапа ҫамрӑксен пултарулӑх центрӗн хушма вӗрентӗвӗн педагогӗ Андрей Ширшов хӑнӑхтарать.

Тренировка кунсерен иртмелле. Ун вӑхӑтӗнче туристсем тактикӑпа техника тата техника хӑнӑхтарӑвӗсене пурнӑҫлӗҫ. Физкультура занятийӗсем те пулӗҫ.

 

Хулара

Ҫынсен ыйтӑвне вӑраха ямасӑр пӑхса тухас тесе Ҫӗнӗ Шупашкарти тӳре-шара «хӗрӳ лини» уҫнӑ. Хула администрацийӗн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, ӑна уҫас шухӑш патне администраци пуҫлӑхӗ Олег Бирюков пырса тухнӑ.

Федераци номерӗллӗ ҫав лини ҫине ҫынсем тӳлевсӗрех шӑнкӑравлаяҫҫӗ. «Хӗрӳ лини» номерӗ — 8-800-222-7911. Шӑнкӑрава канмалли тата уяв кунӗсемсӗр пуҫне ирхи 8 сехетрен пуҫласа 12 сехетчен тата 13 сехетрен тытӑнса 17 сехетчен йышӑнаҫҫӗ.

«Хӗрӳ лини» номерӗпе шӑнкӑравласа тӗрлӗ ыйту хускатнисене хурав вӑрах кӗттермӗҫ — 10 кунта пӑхса тухма шантараҫҫӗ. Ахаль чухне хурава 30 кунта пӑхса тухмалли пирки федераци саккунӗнче те пӑхса хӑварнӑ-ха. Ҫӗнӗ Шупашкарти тӳре-шара вара ун чухлӗ тӑсас шухӑшлӑ мар.

 

Хулара Ҫӗнӗ Шупашкарти 9-мӗш микрорайон ҫапла пулӗ
Ҫӗнӗ Шупашкарти 9-мӗш микрорайон ҫапла пулӗ

Пӗччен пӑтӑ ҫиме, йышпа авӑн ҫапма лайӑх тенӗ ваттисем. Ҫӗнӗ Шупашкарсем вара хулари ҫӗнӗ микрорайон ятне шыраҫҫӗ.

9-мӗш микрорайона тума пуҫланӑ хыҫҫӑн Ҫӗнӗ Шупашкар хула администрацийӗ хула ҫыннисем хушшинче ыйтӑм та ирттерсе пӑхнӑ. Ҫӗр ҫын ҫӗр тӗрлӗ шухӑшлать те, 30 ят сӗнекен тупӑннӑ. Ятсем хушшинче Вятка автоҫулпа ҫывӑх пулнӑран Вятка сӗнекен те, ҫывӑхри чиркӳ ятне кура суйлама калакан та, Шупашкар енчи чи пӗрремӗш микрорайон пулнине кура Пионер темелле текен те тупӑннӑ.

Хула администрацийӗ ятсене хӑйӗн сайтӗнче ҫак каҫӑпа cap.ru/vote.aspx?gov_id=82&id=821 вырнаҫтарнӑ та ҫынсене интерактивлӑ ыйтӑма хутшӑнма чӗнсе каланӑ. Хальлӗхе пуринчен ытла сасӑ пухни — Шортан. Ку вӑл унччен ҫавӑнта ун ятлӑ ял пуррине асӑнса сӗннӗ ят. Химпром туса лартнӑ хыҫҫӑн 13 ял ҫӗр питӗнчен ҫухалнӑ чух Шортана та ҫавӑн пек шӑпа пырса ҫапнӑ.

Сасӑлавӑн пӗрремӗш тапхӑрӗ вӗҫленнӗ хыҫҫӑн чи нумай сасӑ пухнӑ виҫӗ ята суйласа илӗҫ те кайран вӗсене финал-сасӑлава кӑларӗҫ.

 

Пӑтӑрмахсем

Ҫӗнӗ Шупашкарта каллех инкек пулнӑ. Каллех ача чӳречерен тухса ӳкнӗ. Икӗ ҫулти ача виҫҫӗмӗш хутран ӳкнӗ.

Ку ҫӗртме уйӑхӗн 11-мӗшӗнче Советски урамӗнчи 14-мӗш ҫуртра пулнӑ. Валерий Колымагин каланӑ тӑрӑх, ача каҫхи 6 сехет тӗлне тухса ӳкнӗ. Вӑл ун чухне шӑпах унтан иртсе пынӑ. Вӑлах ачана васкавлӑ медпулӑшупа илсе кайнине курнӑ.

Ача кухньӑри чӳрече ҫинче упаленнӗ-мӗн. Амӑшӗ вӑл вӑхӑтра япала ҫунӑ. Ача виҫҫӗмӗш хутран ӳксе суранланнӑ. Унӑн алли хуҫӑлнӑ, пуҫӗ аманнӑ. Хальлӗхе ача хӑйне мӗнле туйни пирки пӗлтермен-ха.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/publicnews/view/1246
 

Спорт

Паян, Раҫҫей кунӗнче, Ҫӗнӗ Шупашкарта пурте пӗрле хускану тунӑ. Уяв шӑпах ҫак мероприятирен пуҫланнӑ.

Ӑна спортра палӑрнӑ Алексей Германов ертсе пынӑ. Алексей — спорт аэробики енӗпе тӗнчен икӗ хут чемпионӗ. Мероприяти Ҫӗнтерӳ паркӗнче ирхи 8 сехет ҫурӑра пуҫланнӑ.

Алексей Германов каланӑ тӑрӑх, халӑх туслӑн пӗрле пухӑннӑ, пурте ун хыҫҫӑн хусканусене тунӑ. Спортсмен Ҫӗнӗ Шупашкар ҫыннисем туслӑ халӑх пулнине палӑртнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/view/77821
 

Статистика

Ҫитес уйӑхӑн 1-мӗшӗнчен коммуналлӑ пулӑшу хакӗ ӳсмелле. Республикӑра ӑшӑ энергийӗн тарифӗ 8,8 процент хакланӗ. Сивӗ шывшӑн тата канализацишӗн унчченхинчен 11,8 процент нумайрах тӳлеме тытӑнӑпӑр. Хула ҫыннисем пӗр кВтч ҫутӑшӑн 2 тенкӗ те 80 пус тӳлӗҫ (7,3 процент нумайрах), ял ҫыннисем — 1 тенкӗ те 96 пус (7,1 процент ытларах). Ҫут ҫанталӑк газӗн пӗр кубла метрӗ малашне 5 тенкӗ те 4 пуса кайса ларӗ — ку вӑл унчченхинчен 35 пус нумайрах.

Хаксем хӑпарассине Чӑваш Ен Элтеперӗ тунтикун ирттернӗ канашлура та сӳтсе явнӑ. Кун пирки хыпарланинче Элтеперӗн Администрацийӗн пресс-служби тарифсем Раҫҫейӗн тариф служби Чӑваш Ен валли ҫирӗплетнӗ хакран ытла хӑпарманнине палӑртать. Ҫав вӑхӑтрах Шупашкар, Ҫӗнӗ Шупашкар хулисен тата Лапсар ял тӑрӑхӗсен администрацийӗсем тарифа республикӑри вӑтам индексран ытларах ҫирӗплетме ыйтнӑ иккен. Ҫапла вара коммуналлӑ пулӑшушӑн Ҫӗнӗ Шупашкарта тариф вӑтамран 15 процент хӑпармалла, Шупашкар хулипе Лапсар ял тӑрӑхӗнче — 12,2-шер процент. Юлашкинчен каланӑ цифра Ҫӗмӗрле хулине те пырса тивет.

Ҫӗнӗ Шупашкарта ӑшӑ энергийӗшӗн хак 13,6 процент хӑпармалла, шывпа канализацишӗн — 15 процент.

Малалла...

 

Ял пурнӑҫӗ

Патӑрьел районӗнче тутарсен наци уявне паллӑ тунӑ. Сапантуй Ыхраҫырминче иртнӗ. Унта тӗрлӗ наци ҫыннисем пухӑннӑ. 200 ытла ҫын уявра чун каниччен савӑннӑ.

Сапантуй программи вӑйӑсемпе, конкурссемпе, концертпа, спорт ӑмӑртӑвӗсемпе пуян пулнӑ. Яланхи пекех ирӗклӗ кӗрешӳ анлӑ иртнӗ. Ӑна тутарсем тутар-пушкӑрт кӗрешӗвӗн Чӑваш Енри федерацине йӗркеленӗ Небиулл Санзяпова халалланӑ. Вӑл — СССР спорт мастерӗ.

12 регионти сакӑр команда тӗп парнене — тихана — ҫӗнсе илессишӗн тупӑшнӑ. Чи вӑйли Шӑнкӑртамри Ринас Садаров пулнӑ. Ҫӗнӗ Шупашкарти лаша спорчӗн шкулӗн вӗренекенӗсем те куракансене тӗлӗнтернӗ.

Район администрацийӗн ял хуҫалӑх пайӗн пуҫлӑхӗ Мансур Калмыков кӑҫал ҫураки ӑнӑҫлӑ вӗҫленнине палӑртнӑ. Вӑл ял хуҫалӑхсенче ӗҫлекенсене ҫак ятпа саламласа малашне те ӑнӑҫусем тума вӑй-хӑват суннӑ.

 

Сывлӑх

Ҫӗнӗ Шупашкарта Мускав облаҫӗнчи ачасем чир ҫаклатни пирки Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ.

Аса илтеретпӗр, Мускав облаҫӗнчи Наро-Фоминск хулинчи спорт шкулӗсенчен Ҫӗнӗ Шупашкарти ятарлӑ спорт шкулне 11–15 ҫулти 20 ача тренировкӑна пуҫтарӑннӑ. Кунта вӗсем ҫӗртмен 3-мӗшӗнче вунӑ кунлӑха килсе ҫитнӗ. Ӗнер, ҫӗртмен 8-мӗшӗнче, вӗсенчен ҫиччӗшӗ Ҫӗнӗ Шупашкарти пульницӑсенчен пӗрне лекнӗ. Вӗсене тухтӑрсем малтанласа «Вӑтам йывӑрӑшлӑ вар-хырӑм инфекцийӗ» текен диагноз лартнӑ.

Ачасем спорт шкулӗ ҫумӗнчи хӑна ҫуртӗнче пурӑннӑ. Ӗнер 5 арҫын ачапа 2 хӗрача хӑйсене япӑх туйма тытӑннӑ. Ҫакна кура тухтӑрсенчен пулӑшу ыйтма тивнӗ.

Ачасен вар-хырӑм чирӗ пуҫланнине кура тӗпчевҫӗсем пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Вӗсем халӗ санитарипе эпидемиологи правилине пӑсни пирки РФ Пуҫиле кодексӗн 236-мӗш статйин 1-мӗш пайӗпе тӗрӗслев ирттереҫҫӗ.

 

Страницӑсем: 1 ... 153, 154, 155, 156, 157, 158, 159, 160, 161, 162, [163], 164, 165, 166, 167, 168, 169, 170, 171, 172, 173, ... 201
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.06.2025 03:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 736 - 738 мм, 12 - 14 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ушкӑнран уйрӑлса лидер пулас килӗ. Плансене пурнӑҫлам, хӑвӑр палӑртнӑ ҫулпа утма тӑрӑшӑр. Халӗ палӑртнине пурнӑҫлама шӑпах лайӑх вӑхӑт. Юратнӑ ҫынна тимлӗх ытларах уйӑрӑр. Эрнен иккӗмӗш ҫурринчеч романтикӑллӑ тӗлпулу пулӗ тен.

Ҫӗртме, 20

2011
14
Чебанов Анатолий Сафронович, чӑваш драматургӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа арӑмӗ
хуҫа хӑй
хуть те кам тухсан та
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа тарҫи
кил-йышри арҫын
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ